Олимпиада иртнĕ

Нумаях пулмасть районта тĕнче художество культурипе олимпиада иртнĕ. Унта 9—11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Нихăш ушкăнра та пĕрремĕш вырăна тухакансене палăртман. 9-мĕш классем хушшинче иккĕмĕш вырăна А.Макарова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), виççĕмĕшне А.Шариповпа (Урмаел вăтам шкулĕ) К. Козлова ( Шурут вăтам шкулĕ) тухнă. 10-мĕш классенче ăс пухакансенчен иккĕмĕш вырăнта — Ю.Кокшина ( Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), виççĕмĕшĕнче — А.Антонова (Нĕркеç вăтам шкулĕ) тата А.Шингалова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ). 11-мĕшсенчен Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ăс пухакан М.Григорьева 2-мĕш вырăнта. Виççĕмĕш вырăна В.Артемьевпа (Шурут вăтам шкулĕ) Т.Григорьева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) пайланă.