Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă

Л.Макарова.

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне районти пур шкулсенчен те тăххăрмĕшсем пухăннă. Вĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин «Çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсен центрĕн» директорĕ Г.Ю.Арзамасова Патшалăх экзаменĕсене тытмалли йĕркипе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Юлашкинчен тĕп хуламăртан килнĕ хăна ачасен ыйтăвĕсем çине хуравланă.