Тавра курăмĕ пысăк

А.Ефремова.

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — теççĕ ваттисем. Анастасия Шингалова пурнăçра чăннипех те пысăк çын пуласси куç кĕрет. Пур енлĕ пултаруллă хĕр Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш «б» класра ăс пухать. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те маттур хĕр ача. Хĕрпе çывăхрах паллашас тесе унпа тĕл пултăм.

— Настя, эсĕ вĕренÿ отличникĕ, нумай-нумай конкурс, фестиваль çĕнтерÿçи. Мĕнле майпа пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт тупаятăн?

— Пур предметсемпе те лайăх вĕренсе пырса обществăлла ĕçе те хастар хутшăнасси — ман тĕп тĕллев. Ăспа пуян пулмасассăн пурнăçра хăвăн вырăнна тупма йывăртарах пулĕ. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса аслă вĕренÿ заведенине кĕрсе профессиллĕ специалист пулмаллах. Тарăн пĕлÿ илме нумай-нумай кĕнеке вулама тивет, Интернетпа усă курни те пысăк пулăшу кÿрет. Педагогсем те пĕлĕве ÿстерме пулăшаççĕ.

— Хăш предметсем ытларах чуна çывăх?

— Вырăс, чăваш чĕлхисене, хими, математика, биологи, тăван тавралăх (КРК) предмечĕсене çăмăллăнах шĕкĕлчетĕп. Çак предметсемпе район олимпиадисенче те пĕрре мар малтисен ретĕнче пулнă. Республика конкурсĕсенче те çĕнтернĕ, дипломсене тивĕçнĕ.

— Хăш конкурса е фестивале паянхи пек астăватăн?

— Нумай конкурса хутшăнса пĕлĕве тĕрĕсленĕ. Кăçал республикăра иртнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» наци фестивалĕнче 3-мĕш вырăна тухни пысăк çитĕнÿ тесе шутлатăп. Кунта уйрăмах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн С.Г.Индюкован тÿпи пысăк. Пĕтĕм Раççейри «Интеллект-Экспресс» конкурс лауреачĕ пулни те маншăн паха.

— Эсĕ чăвашла хитре калаçатăн, çыратăн. Çавна пулах сана шкулта тухса тăракан «Пысăк тăхтав» хаçат редакторне суйланă пулĕ?

— Атте-анне парнеленĕ чĕлхе маншăн темрен паха. Пирĕн икĕ чĕлхе çеç мар, ыттисене те вĕренмелле. Çакă пурнăçра ытлашши пулмĕ тетĕп. Çавна май акăлчан чĕлхипе туслă эпĕ. Шкулта хаçат кăларасси маншăн киленĕç çеç.

— Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕн?

— Вĕренÿ çулĕнче пушă вăхăт сахалрах. Апла пулсассăн та компьютерпа ларма, атте-аннене пулăшма вăхăт яланах тупăнать.

Анастасия тăван тавралăха чунтан юратать, унпа интересленет. Çакна тăван тавралăх культурин олимпиадисенче, конкурсĕсенче çĕнсе илнĕ грамотăсем çирĕплетеççĕ. Настя яланах шыравра, унăн алă усса ларма вăхăт çук. «Нумайрах вĕренмелле, çĕннине пĕлмелле» принциппа пурăнать вăл. Район хаçачĕн тусĕ те хĕр ача.

«Класра çакăн пек пултаруллă, анлă тавракурăмлă хĕр вĕреннишĕн мухтанатăп. Вăл класс старости те. Пуçаруллăскер, пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлать»,— тет ун пирки класс ертÿçи Н.Г.Совина.