Конкурсра çĕнтернĕ

Н.Николаева

Районта «Самый классный классный» конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăна класс ертÿçисен профессилле ăсталăхне ÿстерес, пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Акă, нумаях пулмасть районта шкулсенчи класс руководителĕсем хушшинче «Самый классный классный — 2012» конкурс иртнĕ. Пуçламăш классенче вĕрентекенсем хушшинче Людмила Павловна Алексеева (Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Светлана Геннадьевна Игонина (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Галина Петровна Краснова (Нĕркеç вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Вăтам классен вĕренекенĕсем хушшинче Ирина Ивановна Борисова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) çĕнтернĕ, Наталья Николаевна Салмина (Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕ) 2-мĕш вырăна тухнă.

Аслă классене вĕрентекенсем хушшинче Елена Сергеевна Свинина — пĕрремĕш, Светлана Васильевна Краснова (иккĕшĕ те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем республика шайĕнчи тупăшăва хутшăнĕç.