Чĕлхе тĕнчепе паллаштарать

А.Сорокина

Чăваш мĕн авалтан сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тата ют тĕнпе культурăна сивлеменнипе палăрса тăнă. Самана улшăнать пулин те, несĕлсен несĕпĕ сыхланса юлни савăнтарать. Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, ик чĕлхе — икĕ ăс тенине асра тытса шкулта халĕ иккĕмĕш класранах ют чĕлхе вĕрентеççĕ.

Ют чĕлхе пĕлни тĕрлĕ çĕр-шыв «алăк-чÿречине» уçма май панине халĕ çитĕннисем çеç мар, шкул сакки çине тинтерех ларнисем те чухлаççĕ. 2002 çултанпа, ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, Раççей студенчĕсем экзамен тытнă хыççăн çуллахи кану вăхăтĕнче ют çĕр-шывсене ĕçлеме кайма пултараççĕ. Вĕсем ача-пăча лагерĕсенче, кафе-ресторансенче тата ытти çĕрте ĕçлесе пурăнма, тĕрлĕ халăхăн ывăл-хĕрĕпе паллашма, туслашма, калаçу чĕлхине аталантарма тăрăшаççĕ.

Юлашки çулсенче пирĕн шкултан вĕренсе тухнă 20 ытла çамрăк Америкăра, Финляндире студентсен программипе пулса курнă. Çак студентсемпе тĕл пулу ирттересси пирĕн шкулта йăлана кĕнĕ. Хутшăнура ачасем акăлчанла çеç калаçаççĕ. А.Кузьминпа, К.Перьевпа, М.Шкаблевăпа, И.Шамдиновпа, Н.Алексеевăпа тĕл пулнă самантсем ачасемшĕн питĕ усăллă, асра юлмалла иртрĕç.

Нумаях пулмасть çакăн пек тĕл пулу Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене ĕçлеме кайсан унтах Турă пÿрнĕ телейне тупнă Анастасия Сергеевăпа интереслĕ пулса иртрĕ. Настя хăйне ăс панă учительсене тав турĕ. Мăшăрĕпе пĕрле вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç, хăйсен çемйи, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ачасене унти вĕренÿ системи те кăсăклантарчĕ. Ют çĕр-шыва ĕçлеме кайма кăмăл тăвакансен анлă тавра курăмлă пулмаллине палăртрĕç. Ачасене шкулта лайăх вĕренме, уйрăмах акăлчан чĕлхине тимлĕх уйăрма, экзаменсене ăнăçлă тытма сунса хăварчĕç.

Çакăн пек тĕл пулусем ачасене ют чĕлхе вĕренме хавхалантараççĕ, тăван кĕтесе хаклама вĕрентеççĕ.