Иртнине пĕлмесĕр пуласлăх çук

Пирĕн шкулта тăван ен культурине пиллĕкмĕш класран пуçласа тăххăрмĕш класа çитиччен вĕренеççĕ. Çак ĕçĕ Н.Г.Боровковăпа С.Г.Индюкова ертсе пыраççĕ. Ачасем предметпа кăсăкланса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернине палăртмалла. Ÿкерчĕксемпе ал ĕç хатĕрĕсем ăсталани, рефератсемпе презентацисем, проект ĕçĕсемпе хайлавсем çырни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Тăван тавралăха сыхлас, ăна тирпейлесе упрас тесе те çине тăрса тимлеççĕ ачасем. Иртнине пĕлмесĕр пуласлăх çуккине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Çавăнпа та чăваш халăхĕн иртнĕ кун-çулне, шухăш-кăмăлне, йăли-йĕркине тĕпчес ĕçĕ те хаваспах хутшăнаççĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче ĕлĕкхи япаласене пуçтарса вырнаçтарни те ачасене тарăн пĕлÿ илме пулăшать.

Çак кунсенче  6а тата 6б класс ачисем районти «Çĕр тата çынсем» музее  çитсе курчĕç.  Ачасем ял-район историпе, унти паллă çынсемпе, тăван тавралăх илемĕпе тата пурлăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çакăн пек пуян тупрана упраса хăварас тесе мĕн чухлĕ тăрăшмалла пулнине вĕренекенсем чунпа туйса илчĕç, ĕлĕкхи пурнăç паянхи кунпа танлаштарсан мĕн таран улшăнни куç умĕнчех пулнине ĕненчĕç. Малашне ачасем республикăри ытти музейсене кайса курас кăмăллине те пĕлтерчĕç.