И.Я. Яковлев пурнăçĕпе паллашрĕç

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем районти ача-пăча библиотекинче пулчĕç. Вĕсене унта Г.М.Зайнуллина ача-пăча библиотекин ертÿçипе Е.Прокопьева библиотекарь кĕтсе илчĕç. «Чăваш чĕлхи- илем чĕлхи» темăпа чăваш чĕлхи кунне халалланă выставкăпа паллаштарчĕç. И.Яковлев пурнăçĕ, ĕçĕ- хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, презентаци кăтартрĕç. Юлашкинчен викторина пулчĕ. Вĕренекенсем те хастар пулчĕç, хăйсен пĕлĕвне кăтартса пачĕç. Вĕсем библиотека ĕçченĕсене ăшшăн тав турĕç, малашне те библиотекăпа туслă пулма шантарчĕç.