«Çĕр тата çынсем» музейра

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 6а класра вĕренекенсем районти «Çĕр тата çынсем» музейра пулчĕç. Вĕсене Инна Петровна Ядрова музей ертÿçи ăшшăн кĕтсе илчĕ. Музей историйĕпе, музейри сакăр уйрăмпа паллаштарчĕ. Ачасене кайăксем, чĕр чунсем çинчен каласа паракан уйрăм килĕшрĕ. И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ ентешсем çинчен кăтартса паракан стенд та кăсăклантарчĕ.

Асанкасси поселенийĕн çыннисем тăратнă тĕрлĕ ал ĕçĕсем те илĕртрĕç, шухăша ячĕç. Тăрăшсан тем те тума пулать иккен. Ачасем Инна Петровнăна музейпе паллаштарнăшăн тав турĕç, малашне тата та килсе курма пулчĕç.