Чăваш чĕлхи кунĕ

Паян – Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, чăваш чĕлхи кунĕ. Шкулта пысăк уяв иртрĕ. Илемлетнĕ зала вĕренекенсем пухăнчĕç. Уяв программи питĕ анлă пулчĕ. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă  Оксана Карсаковăпа  Алена  Ефремова  (9б кл.) уява пысăк тăрăшулăхпа ертсе пычĕç. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.П.Макарова И.Я.Яковлев пурнăçĕн çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. Малалла сцена çине пĕрин хыççăн тепри илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă ачасем тухма пуçларĕç. Сăвă, юрă, ташă кĕвви янăрарĕ залра.

3-мĕш класра вĕренекенсем  тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç. 1б тата 1а классем ташăсем ташласа савăнтарчĕç. 5а класра вĕренекенсем  И.Яковлевăн «Йăлăнтарни» калавĕ тăрăх сценка лартса пачĕç. Ольга Краснова (5а кл.), Виктория Буслаева (4 кл.), Анастасия Давыдова(7 кл.), Людмила Чаркина (10б кл.) чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç. Анастасия Шингалова (9б кл.) вара Г.Айхин «Çын мĕскершĕн пурăнать» сăвви тăрăх презентаци хатĕрленĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Камила Мавлютова чăваш юррине илемлĕн шăрантарчĕ. Александра Чернова (5а кл.), Ирина Салмина (6а кл.), Оксана Карсаковăпа Алена Ефремова (9б кл.) чăваш ташши ташласа савăнтарчĕç. Уяв савăнăçлă иртрĕ, пурин кăмăлне те кайрĕ.

    

ФОТООТЧЕТ>>