И.Я.Яковлев - чăваш халăхне çутта кăлараканĕ

Апрелĕн 25-мĕш тĕлне, И.Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитнине халалласа, шкул библиотекинче «И.Я.Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Унта И.Я.Яковлев хăйĕн çинчен çырнă «Манăн пурнăç» кĕнеки, «Чăваш халăхне панă халал», И.В.Мукинăн «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах», буклетсемпе  журналсем вырнаçтарнă.