Пултаруллă çамрăксене - Чăваш Ен Президенчĕн стипендийĕ

Декабрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев уйрăмах пултаруллă çамрăксене хавхалантарма ятарлă стипенди парасси çинчен калакан распоряжени çине алă пуснă. Вĕренÿре, бизнес-проектированире, наука, творчество, производство, управлени ĕçĕсенче чылай çитĕнÿ тунă 1000 хĕрпе каччă çулталăк тăршшĕпе уйăхра 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.

Талантлă, социаллă активлă çамрăксене хавхалантарасси республика политикин чи пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри.

Пирĕн районтан стипендиатсем хушшинче — Комсомольски районĕнчи потребительсен обществин «Ротор» ОООн директорĕ ТАТЬЯНА НИКОЛАЕВНА АНДЮШЕВА, Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕн çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ АНАСТАСИЯ СЕРГЕЕВНА АНТОНОВА, Диагностикăпа консультировани цент-рĕн учитель-логопечĕ ТАТЬЯНА НИКОЛАЕВНА ГЕРАСИМОВА, Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн Урмаелĕнчи уйрăмĕн преподавателĕ ДИНЕ ФЕРИТОВНА ГИБАТДИНОВА, Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ АЛЕНА ВЛАДИМИРОВНА ЕФРЕМОВА, Ача-пăча хушма вĕрентĕвĕн центрĕн «Çамрăк эколог» экологи кружокĕн членĕ АНАСТАСИЯ ИВАНОВНА КОКШИНА, «Рассвет» ЯХПК тракторисчĕ ЮРИЙ АЛЕКСЕЕВИЧ МАРТЫНОВ, Чĕчкен тĕп шкулĕн вĕренекенĕ АЙСЫЛУ МИНИХАЙДЕРОВНА МЕЗИТОВА, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ МАРИЯ ГЕРМАНОВНА МИХАЙЛОВА, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн акăлчан чĕлхи учителĕ АЛЕКСАНДР НИКОЛАЕВИЧ НИКОЛАЕВ.