Хĕрарăмсем ăмăртрĕç

Кашни çулах Чăваш Республикин чемпионне Е.Н.Петрейкинана асăнса хĕрарăмсем хушшинче волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă иртнĕ кунсенче те ун ячĕпе Комсомольскинчи «Кĕтне» ФСКра турнир ирттерчĕç. Унта 7 команда вăй виçрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекенсем чи ăстисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна алран ямарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче ĕçлекенсем çĕнсе илчĕç.