Ăмăртура палăрнă

Иртнĕ вырсарни кун Шупашкарта «Восток» физкультурăпа спорт комплексĕнче каратэ енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Çак ăмăртура Хусан, Çыранçи Чаллă, Тольятти тата ытти хуласенчен килнĕ спортсменсем вăй виçнĕ. Пирĕн район команди те çак чемпионата хутшăннă.

Василий Акчурин тренер ертсе пынипе Комсомольскинчи «Кĕтне» ФСКра çамрăк спортсменсем икĕ уйăх ытларах çеç хатĕрленнĕ. Апла пулин те Роман Воробьев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) 67 килограмлисенчен виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, В.Акчурин тренер, хăмăр пиçĕ каратист, «Вадо-кай» енĕпе физкультурăпа спорт комплексĕнче эрнере виçĕ хутчен заняти ирттерет.