Конкурсра тăваттăмĕшсем пулчĕç

С.ЛЕОНТЬЕВА.

 

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем акăлчан чĕлхипе Интернет урлă тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Вĕсенчен ачасемшĕн чи килĕшекенни — «Интернет-карусель» конкурс. Акă ноябрьте шкулăн «Туслă ачасем» ушкăнĕ 1030 команда хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Чи пултаруллисем — саккăрмĕш класра вĕренекен Настя Макаровăпа Таня Шакмакова. Вĕсен кăтартăвĕсемпе акăлчан чĕлхин предмечĕпе вĕрентекенсем С.Н.Леонтьевăпа Т.П.Иванова кăмăллă пулчĕç.