Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем ăмăртрĕç

А.ЯКОВЛЕВ

 

Иртнĕ кунсенче вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче пухăнса армреслингпа ăмăртрĕç. Хĕрÿ тупăшусем умĕн район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов сăмах тухса каларĕ.

Ăмăртура хĕрарăмсенчен чи маттуррисем Г.Н.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата И.Н.Кокшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) пулчĕç. Ар çынсенчен Р.М.Мансурова (Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Шкул командисен кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Пĕрремĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕн команди (капитанĕ Н.Г.Тукаев) тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна хиртиявăшсем (капитанĕ Н.Г.Ильин) çĕнсе илчĕç. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн спортсменĕсем (капитанĕ А.А. Можаев) виççĕмĕшсем пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене парнесем тата Хисеп грамотисем парса чысларăмăр.