«Нацисен кросĕ» спорта юратакансене пуçтарчĕ

Л.Шуряшкина.

 

Пурнăç вăл — хусканура. Çын мĕн чухлĕ ытларах утать-чупать е упражненисем тăвать, сывлăх çавăн чухлех çирĕпленет, вăй-хал та хутшăнать, хăвна аванрах туятăн. Çакна ăнланакансем кунсеренех физкультурăпа туслашма вăхăт тупаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă иртнĕ вырсарни кун, сентябрĕн 25-мĕшĕнче, иртнĕ «Нацисен кросне» спорта юратакан тĕрлĕ çулсенчи, тĕрлĕ профессиллĕ 150 ытла çын Комсомольски вăрманĕ хĕррине пуçтарăнчĕ. Кунта шкул ачисенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ОАО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов пурне те спорт уявĕпе саламларĕç, сывă пурнăç йĕркине яланах тытса пыма, çамрăк ăрăва та спорта явăçтарма сунчĕç.

Ăмăртусем 6 ушкăнра иртрĕç. Чи малтанах 500 метрлă дистанцие 5—6-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. Финиша Валерия Галкина пĕрремĕш çитрĕ. Çак ÿсĕмри ар çын ачасенчен чи çивĕччи вара Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Артем Филиппов пулчĕ. 7—8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем те çак инçĕшнех чупрĕç. Ку ушкăнра хĕр ачасем хушшинче Гелия Тазетдинова (Комсомольски 2-мĕш шкулĕ) пурне те кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ, Урмаел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Рустем Низамтдинов ар çын ачасем хушшинче чи маттурри пулчĕ.

9—11-мĕш классенчи яшсемпе хĕрсем те питĕ лайăх кăтартусем турĕç. Каччăсем 1 километр, пикесем 500 метра чупрĕç. Карина Долгова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) тата Урмаелĕнчен килнĕ Ильнар Хайртдинов ку ушкăнра финиша чи малтан çитрĕç.

Аслисем хушшинчи ăмăртусем те хĕрÿ иртрĕç. 1 километрлă дистанцие чи малтан парăнтарса Урмаел вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Ирек Минсафинов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ Ирина Гришина вара хĕрарăмсен ушкăнĕнче ыттисене чылай кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ.

VIP-чупура ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов, ветерансенчен Василий Пундяков хăйсем вăхăта парăнмасăр яланах спортпа туслă, çирĕп вăй-халлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.

1—3-мĕш вырăнсене тухнисене Комсомольски ял поселенийĕ Дипломсемпе, кросс эмблемине ÿкернĕ футболкăсемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ОАО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов хаклă парнесемпе чысларĕç.

Вырсарни кунхи спорт уявне район администрацийĕн, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн, Россельхозбанкăн, суд приставĕсен службин районти уйрăмĕн ĕçченĕсем, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсем хастар хутшăннине палăртас килет. Кроса хутшăннă чи çамрăк спортсмен Диана Карсакова 6 çулта, чи асли вара Василий Пундяков 70 çул урлă каçнă.