«Чăваш çырулăхĕн аталанăвĕнче эпĕ пилĕк юпа куратăп: Яковлев – Иванов – Ашмарин – Çеçпĕл – Хусанкай. Хусанкай чăваш сăввин сассине Европа культурин çÿллĕхне çити çĕклерĕ», - тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ.
Чăваш сăввине çÿллĕ шая çĕкленĕ чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Унăн çынлăхлă тата чунлăхлă сăвви-поэмисем паянхи кун та вулакансене тыткăнлаççĕ. «Аптраман тавраш», «Таня» поэмисемпе «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!», «Сăмах хăвачĕ», «Мехел», «Тăван чĕлхе» сăввисемпе ачасем туллин паллашаççĕ, пăхмасăр вĕренеççĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче Петĕр Хусанкая халалласа 8 класра «Эп чăваш ятне пăртак çĕклесшĕн…» ятпа викторина иртрĕ. 7 класра вĕренекенсем «Канăçсăр ман сассăм – самана сассиччĕ» ятпа мультимедиллĕ презентаци хатĕрленĕ. П.Хусанкай пурнăçĕпе ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Боровкова Н.Г. тĕплĕн паллаштарчĕ. 9а класра вĕренекен Татьяна Ивановăпа Мария Павлова, 8 класра вĕренекен Диана Мурзаева, Владимир Квасов поэт сăввисене вуларĕç.
Ытарайми поэтăмăрăн кун-çулĕпе паллашса вĕренекенсем унпа татах та мăнаçланнине пĕлтерчĕç, вĕсен те çырас туртăм çуралнине палăртрĕç. Аслă чĕреллĕ поэтăн çут çăлтăрĕ нихăçан та сÿнмессе чăн-чăнах та шанас килет.