Чăваш халăх поэтне Яков Ухсая халалласа

Чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак уява хатĕрленсе Комсомольскинчи 2-мĕш  вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Кашни класс «Чăваш сăмахĕн ывăнми ăсти» ятлă мультимедийлă презентаципе паллашрĕ. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Н.Г.Боровкова тăрăшнипе 11б класра вĕренекен О.Боровковăпа  О.Чумакова «Пысăк тăхтав» хаçат калăпланă, «Яту сан кайрĕ тĕнче тавра» буклет хатĕрленĕ.

Я.Г.Ухсая халалласа чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Ача чухнехи çăлтăрăм» уяв каçĕ пулса иртрĕ.Ку уява С.Г.Индюкова вĕрентекен йĕркелесе  ертсе пычĕ. Поэзи лапамне ура ярса пусакансемпе сăвă  вулама ăста ачасем пуçтарăнчĕç кунта. Я.Г.Ухсай сăввисене çамрăк ачасем чуна пырса тивмелле вуларĕç. Л.Чаркина (10б класс), М.Сапожникова (8 класс), О.Краснова (5а класс), А.Николаев (6а класс), К.Аполонов (6а класс)  вуланă сăвăсем пурне те хумхантарчĕç. Çамрăк сăвăçсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. А.Шингалова(9б класс), О.Ефремова (8 класс), М.Сапожникова (8 класс), А.Арсентьева (10а класс) халăх поэтĕнчен вĕренсе пырса хавхаланаççĕ.

Шкул библиотекинче Г.В.Волкова библиотекарь «Чăваш халăх поэтне Яков Ухсая  халалласа…» стенд тата кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.  «Яков Ухсай çинчен пĕлетпĕр-и?» викторина ыйтавĕсене те ачасем тăрăшсах хуравлаççĕ. 9б класра вĕренекен А.Шингалова хатĕрленĕ «Яков Ухсайăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен» мультимедийлă презентаци (ертÿçи С.Г.Индюкова вĕрентекен) районта иртекен конкурса тăратма тивĕçлĕ пулнă, унăн ĕçĕ 1-мĕш вырăн йышăннă.